Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ишек халӑх краеведени музейӗ

Ишек халӑх краеведени музейӗ, — Чӑваш Енӗн Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче вырнаҫнӑ музей.

Кун-ҫулӗ

Музей икӗ хутлӑ ҫурта йышӑнать. Музей ҫуртне Костин купса лартнӑ. Ялта пысӑк чиркӳ пулнӑ май хӑнасем питӗ нумай килсе ҫӳренӗ. Ҫак ҫурта вара Костин купса вӗсене хӑналама тата каҫ выртмашкӑн купаласа лартнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче чайнӑй пулнӑ, унта хӑнасене чейпе хӑналанӑ. Иккӗмӗш хутӗнче хӑнасем каннӑ, каҫ выртмашкӑн юлнӑ.

1943 ҫулта ку ҫуртра ачасен ҫуртне йӗркеленӗ. Унта вара Ленинградран блокада ачисене илсе килнӗ. Ачасен ҫурчӗ 1948 ҫулчен ӗҫленӗ. 1983 ҫулта ача ҫуртӗнче ӳснӗ ачасем кунта килсе музей йӗри-тавра хурӑнсем лартнӑ. Вӑл хурӑнсем халӗ те ӳсеҫҫӗ.

Музейе уҫма нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсем килнӗ: Чӑваш АССРӗн КПСС облкомӗн пӗрремӗш секретарӗ И.П. Прокопьев, Раҫҫей халӑх ӳнерҫи В.И. Мешков, тата ыттисем.


 
Категорисем: Ишек, Музейсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-25 22:10:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2467 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем